«Элӗк – Ишек» ҫулӑн Элӗк районӗнчи пайне, пурӗ 9 километра, тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Халӗ проектӑн сметине палӑртмалли патшалӑх экспертизи вӗҫленнӗ.
Асӑннӑ лаптӑкра сивӗ ресайклинг мелӗпе 2 сий асфальт бетонӗ сарӗҫ. Ҫула ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Юсаса пӗтерсен ҫул машинӑпа ҫӳрекенсемшӗн самай меллӗрех пулмалла.
Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.
Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче 104 ҫулти кинемей пурӑнать. Вӑл - Гликерия Романова. Кинемей 104-мӗш ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗнче паллӑ тунӑ.
Вӑл ҫак ҫулта та хӑйне пӑхма пултарать. Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Гликерия Романова вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Йывӑр килнӗ, анчах вӑл нӑйкӑшман, хӑйне ҫирӗп тытма сӑмах панӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗнчен, хаваслӑхӗнчен ыттисем тӗлӗннӗ.
Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ. Ӑна каччӑсем ҫураҫма пынӑ, анчах ашшӗ хӗрне качча паман. Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ. Халӗ ӑна пӗртӑванӗн ачисем пулӑшаҫҫӗ.
Гликерия Романова шӑпана нихӑҫан та ӳпкелемен, ҫынпа вӑрҫӑнман, нумай ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫук. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнмалла», - тет вӑл.
Республикӑра автоклубсем пурри пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал тата ҫитес ҫул тепӗр 10 автоклуб туянасси пирки пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Элӗк, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсенче виҫӗ автоклуб ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем – ПАЗ автобуссем ҫинче. Автоклубсем пулӑшнипе 80 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Унччен автоклубсем Патӑрьел тата Канаш районӗсенче кӑна пулнӑ.
Канашлура Элтепер районсенче культура объекчӗсене ҫӗклени, юсаса ҫӗнетни пирки те каланӑ.
Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов паллӑ блогерпа, киноактрисӑпа Настя Ивлеевӑпа рекламӑра ӳкерӗннӗ.
Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл рекламӑра ака уйӑхӗнчех ӳкерӗннӗ. Анчах кун пирки тата мӗн чухлӗ укҫа тӳлени пирки ун калама юраман.
Чӑваш каччи питӗ савӑннӑ. Ӳкерӳ лапамӗнче вӑл Настя Ивлеевӑпа та калаҫса курнӑ. Кирилл каланӑ тӑрӑх, вӑл пурнӑҫра та ҫавӑн пекех хаваслӑ ҫын.
Палӑртмалла: 20-ри Кирилл тӗнче тетелӗнче хӑйӗн блогне 5 ҫул ертсе пырать. Вӑл чӗрчун, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетет.
Ӳсӗр аҫын 12-ри ачан телефонне туртса илнӗ. Пӑтӑрмах ялта пулса иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Кӑканар ялӗнче 29 ҫулти ӳсӗр арҫын 12 ҫулти хӗрача патне утса пынӑ та ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса карас телефонне туртса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ача урамра пӗччен вылянӑ.
Арҫынна часах йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫине камерӑсем татах та вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене тупса палӑртма май параҫҫӗ. Камерӑсем пуртан водительсем йӗркене пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пумасть ҫӗнӗрен 7 ҫӗрте камерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем ҫак вырӑнсенче: Элӗк районӗнчи «Тури Хурасан» чарӑну патӗнче; М-7 ҫул ҫинче — Лапсар тӗлӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Хӗрлӗту» чарӑнура, Куславкка районӗнче харӑсах икӗ комплекс: Энтри Пасар тата Ҫӑкалӑх тӗлӗнче; «Сӑр» ҫул ҫинче — Етӗрне районӗнчи «Уйкас Асламас» тата «Автанҫырми»
чарӑнусенче.
Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫын выльӑх пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑна вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫав виҫӗ этем Элеккӗнушкӑнь ялне выльӑх-чӗрлӗх туянакан ҫын Чулхула облаҫӗнчен килнине пӗлнӗ. Усламҫӑн укҫа чылай пулӗ, ӑна ҫаратса тенӗ.
Усал шухӑш тытнӑскерсем (ушкӑнра 33 тата 40 ҫулсенчи шӑллӗпе пиччӗшӗ, вӗсен 53 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ) выльӑх сутанҫи ӳтӗм тупса аслӑраххин килне илӗртсе кӗрсе кайнӑ. Унта пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пуҫӗнчен кирпӗчпе ҫапнӑ, вӑл персе ансан ӑна виҫҫӗн тан хӗнесе пӗтернӗ. Унтан кил хуҫи вӗрен илсе тухнӑ та пӗр тӑвансенчен асли арҫынна пӑвма тытӑннӑ, тепӗр иккӗшӗ алли-уринчен тытса тӑнӑ.
Кайран вилене сайхах ҫине пенӗ. Унтан вӗсем выльӑх туянаканӑн машинине чӗртсе тепӗр яла тухса кайнӑ. Машинӑри пӑрӑва хӑйсен пӗлӗш-хӗрарӑмне парса хӑварнӑ.
...Арҫынсенчен пӗрне суд 24 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ, теприсене — 17 та 15-шер ҫуллӑха.
Элӗк районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе кӑна хваттерлӗ пулнӑ. Каччӑна ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлсан ҫурт-йӗр тивӗҫмешкӗн черете тӑратнӑ.
Хайхискер 18 ҫул тултарнӑ, хваттер вара паман. Хӑй ҫемьеленнӗ, харпӑрлӑхӗнче ҫурт-йӗр пулман. Ҫавна май унӑн укҫа тӳлесе хваттер тара илме тивнӗ. Ҫапла самай нухрат тӑкакланӑ.
Прокуратура вырӑнти администрацие тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерме ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна ҫӗнӗ те хӑтлӑ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ.
Элӗк, Ҫӗмӗрле тат Ҫӗрпӳ районӗсенче кустӑрма ҫинчи автоклуб ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӗнер вӗсен уҫҫисене тыттарнӑ.
Автоклубсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсенче пуҫтарса сӳтмелли сцена, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, сасӑ тата ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, коллективри 15 ҫын валли вырӑн пур. Ҫавӑн пекех генератор ӗҫлет, вӑл автоклуба 4 сехет электроэнергипе тивӗҫтерме пултарать.
ЧР Культура министерстви шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал куҫса ҫӳрекен клубсем кашни районтах пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |